
Коми Республикинче Чӑваш Енри ҫын вилнӗ. Вӑл унта стройкӑна ӗҫлеме кайнӑ, каменщик тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пӑтӑрмах Ухта хулинчи Алексеев урамӗнчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пулнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче арҫын 15 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ. Анчах арҫын вӗсем киличченех сывлама пӑрахнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 ҫулти арҫын шуҫса ӳкнӗ е тӗрӗс мар пуснӑ. Вӑл сройкӑра юлашки кун ӗҫленӗ, киле кайма хатӗрленнӗ. Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.

Раҫҫей Президенчӗн кадр резервне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин кӗнӗ. Ҫӗнетнӗ ушкӑнра — 135 ҫын. Унчченхисенчен хӑшӗсем пысӑкрах должноҫ йышӑннӑ, теприсем РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ — ҫапла вара резерва вӗсен вырӑнне урӑххисене илнӗ.
Маларах кадр резервӗнче пирӗн республикӑрисенчен Сергей Гапликов (ӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Коми Республикине ертсе пыма шаннӑччӗ), Михаил Игнатьев тата Надежда Прокопьева пулнӑ.
Сӑмах май, республика Правительствин пуҫлӑхне Иван Моторина Коми Республикин ертӳҫи Сергей Гапликов кӑҫал ҫуркунне ӗҫлеме чӗннӗччӗ, премьер-министр Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнӑччӗ, анчах кунтах юлма йышӑннӑччӗ.

Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакан 50 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл финанс пирамиди йӗркеленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын 2014 ҫулта «Удобно-сбережения» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Килӗшӳсем туса ҫынсенчен укҫа упрама илнӗ. Хӑй саккунлӑ майпа ӗҫленине кӑтартмашкӑн вӑл процентсем кӑштах тӳленӗ.
Анчах чее ӗҫ нумайлӑха тӑсӑлман. Унӑн хура ӗҫне тупса палӑртнӑ. Арҫын финанс пирамиди йӗркелесе хӑйӗн кӗсйине 159 миллион тенкӗ чикнӗ. Вӑл 546 ҫынна улталанӑ. Вӑлтана Мӑкшӑ, Чӑваш, Коми республикисенче, Ханты-Манси автономи округӗнче, Киров, Чулхула облаҫӗсенче пурӑнакансем лекнӗ.
Халӗ ку ӗҫе следовательсем суда ярса панӑ.

Чӑваш Енре тӗрлӗ должноҫре унччен ӗҫленӗ Анатолий Князева Коми Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пулма чӗнсе илнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫынпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килнисем ӑна хӑйӗн ӗҫӗнчи пысӑк профессионал, ватӑпа ватӑ пек, яшпа яш пек пулнине аван пӗлеҫҫӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче ӳссе хӑват илнӗ, кайран Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче тӗпленнӗ ҫын Коми Республикинче хӑйне епле туйнине, унти халӑха епле йышӑннине Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатри интервьюра каласа кӑтартнӑ.
Анатолий Князев ҫурҫӗр тӑрӑхӗнчи ҫав регионти кайӑк-кӗшӗк отраслӗ вӑйлӑ аталаннине пӗлтернӗ. Унта ӳстерекен ҫак продукцие Чӑваш Енри лавккасенче, «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑкӑн точкисенче, сутассине йӗркелес шухӑшлине пӗлтернӗ.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмӗнче аяларах аннӑ. Ҫапах Михаил Васильевич вӑйлӑ витӗмлӗ кӗпӗрнаттӑрсен йышӗнчен тухман.
Михаил Игнатьев танлаштарӑмра 38-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вара вӑл 37-мӗш вырӑнта пулнӑ. ЧР Элтеперӗ ытти регион пуҫлӑхӗсемпе — Коми Республикин ертӳҫи Сергей Гапликов, Владимир облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Светлана Орлова тата ыттисем — вӑйлӑ витӗмлӗ пуҫлӑхсен йышӗнче.
Малти виҫҫӗмӗш вырӑнта унчченхи пекех ҫаксем: Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Чечен Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Рамзан Кадыров, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов.
Танлаштарӑмӑн аялти йӗркисене Алтай Республикин пуҫлӑхӗ Александр Бердников, Тыва Республикин Правительствин председателӗ Шолбан Кара-олл, Киров облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Никита Белых йышӑнаҫҫӗ.

Коми Республикинчи Сыктывкар хулинче «Лесоруб—2016» (чӑв. Вӑрман касакан—2016) конкурс иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ҫавӑн йышши конкурса хутшӑнса ҫӗнтернисем те тухса кайнӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Шупашкар-арена» пӑр керменӗн лаптӑкӗнче «Лучший вальщик леса – 2016» (чӑв. Чи лайӑх вӑрман касаканӗ) республика шайӗнчи IХ конкурс иртнӗччӗ. Професси ӑсталӑхне палӑртмалли конкурса республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн министерствипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви йӗркеленӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва Чӑваш Енри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи вӑрман касакан 14 ҫын хутшӑннӑ. Тупӑшас шухӑшлисен икӗ ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ пулнӑ. Вӑрман касма ирӗк паракан свидетельство пуррипе ҫуккине те пӑхнӑ.
Ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра пирӗн тӑрӑхри вӑрман касакансен ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Йышра Андрей Епифанов, Сергей Субботин, Артем Шашков пулнӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: республикӑри ӑмӑртура Артем Шашков (вӑл — «Стройавтохозяйство» пуҫлӑхӗ) пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑччӗ, «Лесной двор» обществӑра ӗҫлекен Андрей Епифанов иккӗмӗш пулнӑччӗ, виҫҫӗмӗшне маларах асӑннӑ «Стройавтохозяйствӑри» Андрей Веселицкий тухнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Чӑваш Енрех юлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, И. Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе явнӑччӗ. Анчах премьер-министр ӑна унта чӗннине йышӑннӑ, анчах кунтах юлма йышӑннине пӗлтернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енрен Коми Республикине кайма килӗшекен тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ Анатолий Князев. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Шупашкар район администрацине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Район пуҫлӑхне лариччен райадминистрацире ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче тата маларах Апаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш парламентӗнче ӑна спикер ҫумӗ пулма та пӗр вӑхӑтра шаннӑччӗ.

Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан ҫак ҫын нумаях пулмасть ҫав региона ӗҫпе кайнӑ хыҫҫӑн ку сӑмах пушшех те вӑйланса амаланчӗ-аталанчӗ.
Мӗншӗн Коми Республики пирки сӑмах-юмах ҫӳрени пирки каласан, вӑл региона хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре Правительство пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Гапликов ертсе пынипе ҫыхӑннине палӑртмалла.
Иван Моторин Коми Республикине тухса каяссипе каймассине уҫӑмлатма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн фракцийӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура ыйтнӑ-мӗн. Пирӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ хӑйне Коми Республикин правительствине ертсе пыма виҫӗ хутчен сӗннине, Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнине, анчах кунтах юлма йышӑннине пытарман.

Паян Владимир Путин Коми Республикин Пуҫлӑхне шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Ун вырӑнне пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама «Олимпстрой» президенчӗ пулнӑ Сергей Гапликова лартнӑ.
Гапликов Сергей Анатольевич 1970 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче Кӑркӑс ССРӗнчи Фрунзе (халь Бишкек) хулинче ҫуралнӑ. Н. Бауман ячӗллӗ Мускаври патшалӑх техника университетне, Тӗнчери хутшӑнусен Мускав патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. 2000 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тулаш суту-илӳ академинсе экономист пӗлӗвне илнӗ. 2004–2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ. 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗпе 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗччен «Олимпстрой» президенчӗн вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Унччен Коми Республикине ертсе пынӑ Вячеслав Гайзера авӑнӑн 13-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе вӑл ушкӑнпа кавар туса патшалӑх укҫине нумай вӑрланӑ. Пӗтӗмӗшле сиенӗ 1,1 миллиард тенкӗ таран пулма пултарать теҫҫӗ.
